Пушкӑртстанри пӗрисем «Асанне арчи» музей йӗркеленӗ.
Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакан Иванпа Людмила Григорьевсем килтен киле ҫӳресе экспонатсем пухнӑ.
Музейра экспозицисене темиҫе пайран вырнаҫтарса тухнӑ. Григорьевсен кил картинче шыв арманӗ, тимӗрҫӗ станокӗ, лаша урапи, суха пуҫ, кивӗ вӗллесем килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ.
Халӗ музей наци культура центре ҫаврӑннӑ. Унта «Ҫеҫпӗл» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленӗ иккен. Вӑл чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать тесе ӗнентерет «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.
Уйрӑмах хаҫат-журнал статйисен йышне ӳстермелле. Вӑл текстсем тем тесен те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче пысӑк пай йышӑнаҫҫӗ. Апла-тӑк, вӗсене ытларах кӗртмелле. Шел те, республикӑра тухакан чылай хаҫат хӑйсен тексчӗсене сайтсенче вырнаҫтармасть. Ытларах чухне вӗсем «вӗсене сайта вырнаҫтарсан пирӗн хаҫата кам ҫырӑнӗ» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вара купи-купипе вырӑсла текст вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен тиражне чакармасть пулас. Шел те капла ӗҫлени чӑваш чӗлхипе усӑ курнине чакарса та чакарса пырать.
Хаҫат статйисене шыракаланӑ май паян «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн сайтне пырса кӗтӗм.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ.
Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ.
Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ.
Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ.
Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Наталия Павлова вӗрентекенпе мӑнаҫланнипе хаҫата ҫырнӑ. Алина Иванова ятлӑ хӗрарӑм Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫатне ялан вуланине‚ ҫитес номер тухасса чунтан кӗтсе тӑнине, вырӑнти шкулта 30 ҫул ӗҫлекен Н.А. Павлова ҫинчен ҫырса кӑтартас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
«Чи лайӑх вӗрентекенсенчен пӗри, ырӑ кӑмӑллӑ тата тимлӗ ҫын. Кӑҫал Наталия Анатольевна 50 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ», — ырланӑ вӑл вӗрентекене ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе. Наталия Анатольевна 30 ҫулта «темиҫе ӑрӑва шкула кайма хатӗрленӗ». 10 ҫул вӑл Ситек ял шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитеймен ачасен ушкӑнӗнче ӗҫлет.
Вӑл тӗрлӗ Хисеп тата Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. 2017 ҫулта «Ҫулталӑк воспиталӗ» конкурсра «Ачасемшӗн чӗрене паратӑп» номинацинче ҫӗнтернӗ.
Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлакра пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ял клубне юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттермешкӗн вӗсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пухнӑ.
Ял халӑхӗ тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе ывӑннӑ. Вӗсем клуба хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. Пишпӳлек район администраийӗ тата Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсене пӗр пус парса та пулӑшмасть.
Шел те, вырӑнти тӳре-шара укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть кӑна мар, ҫак нимелле пурнӑҫлакан ӗҫе те хутшӑнмасть. Йӑлпӑлак ҫыннисем вара пуҫ усмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне шанаҫҫӗ!
Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе Йӑлпӑлаксем ятарласа уҫнӑ «Контактри» ушкӑнра паллашма пулать
2001 ҫeлтанпа Пушкӑртстанри Пишпӳлекри вулавӑшра чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен сектор 2001 ҫӳлтанпа ӗҫлет. Вӑл республикӑри 20 районпа 4 хулари 92 вулавӑша пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсене кирлӗ информаципе‚ чӑвашла кӗнекесемпе май пур таран тивӗҫтерет.
Чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри вӑл — библиографи справочникӗсемпе кӑтарту кӗнекисем хатӗрлени. 2003 ҫултанпа кунта чӑваш ҫыравҫисемпе ҫыхӑннӑ 20 ытла справочник кӑларнӑ. Тӗслӗхрен‚ «Чӑваш писателӗсем»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашла ҫыракан авторсен «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗ»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашсем пичетре» тата ыттисем те. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ҫыннисен ӗҫӗсене те кун ҫути кӑтартаҫҫӗ унта. Сӑмахран, Владимир Аптраманӑн‚ Ираида Петрова-Нарсӑн сӑввисен пуххисене асӑнма пулать.
Пишпӳлек вулавӑшӗнче чӑвашла кӗнекесен шучӗ халӗ — 1500-е яхӑн. «Ҫапла‚ республикӑри нихӑш чӑваш библиотеки те кун чухлӗ шутпа мухтанма пултараймасть пулӗ», - тесе ҫырать Светлана Проокофьева «Урал сасси» хаҫатра.
Район администрацийӗн пулӑшӑвӗпе пишпӳлексем Шупашкарти кӗнеке издательствинчен ҫулсерен чӑвашла ҫӗнӗ кӗнекесем туянаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Пишпӳлек вулавӑшӗн чӑваш секторӗнче «Чӑваш халӑх пурнӑҫӗнчи «Урал сасси» хаҫатӑн пӗлтерӗшӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Пишпӳлек районӗнчи чӑваш вулавӑшӗн ӗҫченӗсем‚ тӑван чӗлхе вӗрентекенсем‚ вырӑнти «Шурӑ хурӑн» халӑх фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем‚ «Ҫутӑ ҫул» район хаҫачӗн чӑваш дубляжӗн ӗҫченӗсем тата хаҫат вулакансем пухӑннӑ.
«Ҫавра сӗтеле» Пишпӳлек библиотекин Пушкӑртстан Республикинчи чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗн заведующийӗ Наталья Тарасова уҫнӑ. Вӑл кашни вулав ҫурчӗ «Урал сасси» хаҫата ҫырӑнса илсе ҫӗлесе пынине пӗлтернӗ. Чӑваш хаҫачӗ сентре ҫинче тусанланса выртмасть иккен‚ ӑна вулавҫӑсем ҫӗтӗлсе пӗтиччен тенӗ пекех алӑран ямаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Светлана Прокофьева автор "Урал сасси" хаҫатра пӗлтернӗ.
Наталья Петровна «ҫавра сӗтел» ӗҫне малалла тӑсса Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен канашӗн ертӳҫине И.В. Никитина сӑмах панӑ.
— «Урал сасси» республикӑри чӑвашсен пурнӑҫӗпе‚ пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑрать. Хамӑр тӑван чӗлхене‚ культурӑна‚ литературӑна аталантарас ӗҫре унӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Пушкӑртстанра пӗрре мар пулнӑ. Чи пысӑк йышпа (70 ҫынна яхӑн) 1990 ҫулта чӑваш литература классикӗ К. Иванов 100 ҫул тултарнӑ чухне килнӗччӗ. Апла пулсан Шупашкар артисчӗсене Пушкӑртстан килӗшет‚ хӑй патне туртать‚ куракансем те вӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ. Шӑпах ҫак сӑлтавсене тӗпе хурса ансамбль пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче — ака пуҫламӑшӗнче республикӑна гастроле килме палӑртнӑ.
Кӗскен пӗлтерсен вӗсен маршручӗ ҫапла пулӗ:
● Пушӑн 28-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 29-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ;
● Пушӑн 30-мӗшӗ — Федоровка ялӗ‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 31-мӗшӗ — Толбазӑ ялӗ‚ Культура керменӗ.
● Акан 1-мӗшӗ — Пишпӳлек районӗ‚ Пӑслӑк ялӗ;
● Акан 2-мӗшӗ — Мияки районӗ‚ Тимеш ялӗ;
● Акан 3-мӗшӗ — Чекмагуш районӗ‚ Юмаш ялӗ;
● Акан 4-мӗшӗ — Ермеккей ялӗ‚ Культура керменӗ.
Концертсем 19 сехетре (Ермеккейре — 16.00) пуҫланаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |